Хускалу вӑййисем


Скачать публикацию
Язык издания: русский
Периодичность: ежедневно
Вид издания: сборник
Версия издания: электронное сетевое
Публикация: Хускалу вӑййисем
Автор: Кудюкова Роза Сергеевна

БОУ "Саланчикская общеобразовательная школа-интернат для обучающихся с ограниченными возможностями здоровья" Минобразования Чувашии.Физкультура урокĕ5 класраТема: «Хускалу вӑййисем».Физкультура учителĕ: Кудюкова Роза СергеевнаХ.ç.Саланчик.2026в.ç.Физкультура урокĕ5 класраТема: «Хускалу вӑййисем».Тĕллевĕ:- ачасене хускану вăййисемпе паллаштараса вылляма вĕрентесси.Задачӑсем:- вăйăра ачасен ăстăнне, тавракурăмне туптасси, сывлăхне çирĕплетесси, -ушкăнпа пурăнма хăнăхтарасси.Физкультура урокĕн юхӑмĕ.      (Туслӑх ҫинчен юрӑ янӑрать, ачасем пер йĕкене тӑрса вырнаҫаҫҫӗ)УчительЫрӑ кун пултӑр, пурнете.- Паян пирĕн физкультура урокĕ чӑвашла иртет.- Эсир урока хатĕр – и? /Хатĕр/- Сирӗн кӑмӑл мӗнлерех-ши паян.? Хӑвӑрӑн кӑмӑл мӗнле пулнине алӑсемпе кӑтартӑпӑр. Манӑн камӑл питĕ-питĕ лайӑх (алӑ çупатӑп)- Лайӑх(пуç пӳрнине çӳлелле тытпӑ пулӑттӑм), япӑх(пуç пӳрнине аялалла тытнӑ пулӑттӑм).- Манӑн сирĕн камӑлсене мĕнле пулнине пĕлес килет.- Халĕ пурте пĕрле алӑсемпе кӑмал мĕнле пулнине кӑтартатпӑр.(ачасем кӑтартаççĕ)- Сирĕн пурин те кӑмӑлусем питĕ лайӑх.Ун пек пулсан эсир урока хатĕр. Урок юхӑмĕ I.Ăшӑнни.Учитель:Класс,тӳрленсе тӑтӑмӑр!- Йĕркипе шутла.(Пĕрремĕшĕ,иккĕмĕшĕ,..,..,шутлав вĕçленчĕ.Сулахай еннелле çаврăнатпăр,пĕрре, иккĕ; - Малалла утатпăр.1.-Ура тăрри çине тăратпăр, алăсене пуç хыçне тытатпăр. Утма пуçлăр.(ачасен çурӑм шӑммисене епле тытнине асрхасах тӑмалла) -Заданисĕр утатпӑр 2.-Ура кĕлли çине тăратпăр, алăсене айккинелле тăсатпăр. Утма пуçлăр.(алӑсене тӳрĕ тытнине тата çурӑма тӳрĕ тытнине асрхасах тӑмалла) -Заданисĕр утатпӑр 3.-Чĕркӳççисене хуçлатса урана çӳле йӑтатпӑрлӑсемпе ун айĕнче çапатпӑр. Утма пуçлăр.(утнӑ чухне чĕркӳççисем тӳрĕ пулмаллине асӑрхаттармалла) -Заданисĕр утатпӑр4.- Ерипен чупатпӑр.5.-Урасене вĕттĕн вĕттĕн пусса чупатпӑр.6.- Чĕркӳççисене хуçлатса урана çӳле йӑтатпӑр та алӑсемпе чĕркӳççи çине çапса малалла чупатпӑр.7.- Ерипен чупатпӑр.8.- Утатпӑр. 9.- Пĕр вырӑнта утатпӑр.Учитель:-Пĕрре.иккĕ,виççĕ Сулахай,сулахай. Пĕрре.иккĕ,виççĕ Чарӑн.IIХускалу тӑвассиКĕвĕпе хускалусем тăвасси:-Учитель кăтартнипе кĕвĕпе хускалусем тăвассии,- Хускалусене пурте пĕрле тăвассии. (ачасем нумай пулсан 2 ушкӑна уйӑрмалла)1.-Пуçламӑшĕнче тӑмалли -Урасем хул пуççипе танӑ ,алӑсем патакпа аялта; 1-алӑсене кӑкӑрпа танӑ тытатпӑр; 2-çӳлелле вĕклетпĕр, 3- алӑсене кӑкӑрпа танӑ тытатпӑр; 4- алӑсем аялта; (5-6 хут тусан вĕçлерĕмĕр)2. Пуçламӑшĕнче тӑмаллиУрасем хул пуççипе танӑ ,алӑсем кӑкӑрпа танӑ тытатпӑр; 1-алӑсене сулахай енне çавӑратпӑр; 2-тӳрлететпĕр; 3- алӑсене сылтӑмалла çавӑратпӑр 4- тӳрлететпĕр; (5-6 хут тусан вĕçлерĕмĕр) 3 . Пуçламӑшĕнче тӑмалли Урасем хул пуççипе танӑ ,алӑсем патакпа аялта;1- алӑсене кӑкӑрпа танӑ тытатпӑр; 2- алӑсене кӑкӑр патне туртатпӑр;3- алӑсене кӑкӑрпа танӑ тытатпӑр; 4- алӑсем аялта. (5-6 хут тусан вĕçлерĕмĕр) 4. Пуçламӑшĕнче тӑмалли Урасем хул пуççипе танӑ ,алӑсем аялта; 1.- Сулахай чĕркӳççине хуçлатса урана çӳле йӑтатпӑр та сылтӑм чавсапа чĕркӳççине лектеретпĕр; 2.- Ылмаштаратпӑр. (5-6 хут тусан вĕçлерĕмĕр)5. Пуçламӑшĕнче тӑмалли Урасем хул пуççинчен сарлакарах ,алӑсем пилĕк çинче. 1,2,3.-пилӗке авса алӑ пурнисене сулахай ура патнеаррине,сылтӑм ура патне урайне ҫитеретпӗр; 4п.т.6.Вырӑнта утатпӑ.Учитель: Ман сире пĕр ыйту парас килет. -Ачасем, эсир пушӑ вӑхӑтра пĕр- пĕринпе пуçтарӑнсан мĕн тӑватӑр?/Вылятпӑр/- Мĕнле вӑйӑсем вылятӑр?-Хальхи вӑхӑтра эсир, ачасем, пушӑ вӑхӑта телефонпа, планшетпа, компьютер умĕнче ларса иртеретĕр. Ку сывлӑхшӑн питĕ япӑх. Сывлӑхлӑ пулас тесен, пирĕн тĕрлĕ хускану тумалла. «Хускану вӑл -пурнӑç, пурнӑç вӑл -хускану-Ачасем, кам тавçӑрса илчĕ? Пирĕн физкультура урокĕн теми мĕнлерех-ши?/Калаççĕ/- Паянхи физкультура урокĕн теми «Хускану вӑйисем»Учитель:-Эпĕ сире «Пӑтрашӑну» вӑйӑпа паллаштаратӑп. Ку вӑййа выляма хуралçӑ суйлаççĕ. Ыттисем алран- алӑ тытӑнса картрланаççĕ. Аллисене вĕçертмесĕр пӑтрашӑнса пĕтеççĕ. Хуралçӑ вара вĕсене аллисене вĕçертмесĕр пӑтрашӑнса пĕтнĕ картана майлаштарса салатмалла. Салатаймасан хуралçӑна ĕç хушаççĕ.-Айтӑр-ха, ачасем, пурте пĕрле çак вӑййа выльӑпӑр. Хуралçине шут сӑвви каласа суйлӑпӑр. -Сирĕнтен шӳт сӑввине кам пĕлет? ( Пĕлмесен хам калатӑп)Пирĕн пĕчĕк пӳлĕме, Такӑшĕ тустарнӑ. Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тӑваттӑ, Чӑн та эс тустарнӑ. - Хуралçӑ эсĕ пулан. Санӑн çурӑмпа çаврӑнса тӑмалла. Халĕ эпир алла-аллӑн тытӑнатпӑр та пӑтрашӑнма пуçлатпӑр.- Пӑтрашӑнса пĕтрĕмĕр, халĕ санӑн аллисене вĕçертмесĕр пӑтрашӑнса пĕтнĕ картана майлаштарса салатмалла.(салатма пуçлать) Салатса çитереймерĕ пулсаншкан ĕç хушат. Сӳтсе пĕтерчĕ пулсан мухтаса хӑвармалла-Куна мĕн тутаратпӑр? -Сӑвӑ калаттарар. ( Ача сӑвӑ вулать ) Ик автан.Икĕ пĕчĕк сар автан,Тытӑннӑ вӑрçма паян.Эх сӑхаççĕ, эх сӑхаççĕ, Пĕрпĕрне куçран -пуçранПатак илтĕм те пĕрне, Хӑваларӑм кил енне. Мĕн пустуй çапӑçмалла Тус юлташлӑ пулмалла.Учитель:-Халĕ пурте пĕр йĕркене тӑратпӑрепĕр вӑйӑ ячĕ «Ан лĕктер». Ку вӑййа выляма тунката çине çĕлĕк хураççĕ. Вылякансем тункатаран 10 см аяккарах тӑраççĕ те ун урлӑ сикеççĕ. Вӑййӑн правилиункат урлӑ сикнĕ чухне вылякан çĕлĕке лĕктерчĕ е ӳкерчĕ пулсан, вӑл вӑйӑран тухса ӳкет. Кам лĕктермест е ӳкермест, çав çĕнтерӳçĕ пулать.Çавӑн пекех урасене аякалла сарма юрамасть.(Кĕвĕ янрать.)- Юлнисем питĕ маттурисем. Эсир чи лайӑх сикекеннисем .Учитель :-Ачасем, эсир «Пӳскене кӳрше пар» вӑйӑ выляса курнӑ-и?-Пĕр ачине ертӳçĕ суйлаççĕ. Ыттисем вара пр -пĕринчен пĕр утӑм туса çаврака тӑваççĕ. Пӳскене вĕсем кӳрше алӑран –алла параççĕ. Ертӳçĕ ункӑ тулашĕнче тӑрать, пӳскене аллипе лĕктерме тӑрӑшать.Вӑййӑн правили: пӳскене сулахаялла та, сылтӑмалла та парса яма юрать .Ертӳçĕн çавракана кĕме юрамастьӑл пӳскене камӑн аллинче лĕктерет, çав ертӳçĕ пулать. Кам пĕр хутччен те ертӳçĕ пулмасть, çав çĕнтерӳçĕ пулать. (Кĕвĕ янрать.)-Кам пĕр хутчен те ертӳçĕ пулмарĕ? Алӑ йӑтма ыйтатӑп. Эсир çĕнтерӳçĕсем. Чи маттурисем. Алӑ çупса саламлатпӑр.-Халĕ пурте пĕр йĕркене тӑратпӑр . Пĕтĕмлетсе хӑварни:Учитель :-Эпир паян тĕрлĕ вӑйӑсемпе паллашрӑмӑр, вылярӑмӑр.-Сире вĕсем килĕшрĕç-и?-Çак вӑйӑсем пире мĕнле пулма вĕрентеççĕ? - Тĕрĕс. Ку вӑйӑсем вӑй –хала, чӑтӑмлӑха, вӑр-вара, хӑюлӑха, ушкӑнра ĕçлеме пĕлнине аталантараççĕ.Учитель : Эпир сире шанатпӑр, эсир ку вӑйӑсене шкулта та, килте те вылясса. Юлташсене вĕрентессеĕн чухлĕ ытларах вылятӑр,çавӑн чухлĕ сывлӑхлӑ ,хастар пулатӑр! Пурте пĕрле: Эпир чупса, сиксе, кулса тата ăмăртса тăрăпăр, мěншěн тесен "Хускану вӑл -пурнăç, пурнӑç вӑл -хускану". (ачасем хӑйсене - хӑйсем паллисем лартасси)Учитель: Тавтапуç сире пурнете, пирĕнпе вӑхӑта иттернĕшĕн. Тепре тĕл пуличчен.